Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски округӗнчи Ямайкасси ялӗнче пурӑнакансем пулӑшасса кӗтсе тӑман - тытнӑ та ӗҫе хӑйсемех туса хунӑ. Сӑмах - шыв башни пирки. Унта шыв башнин насосӗ ҫунса кайнӑ. Вырӑнти администраци ӑна пӗр-икӗ эрнерен кӑна туса пама пултарассине каланӑ. Анчах кун пек шӑрӑхра шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Пурин те ҫӑл ҫук вӗт. Ҫапла халӑх нимене пухӑннӑ. Арҫынсем кар тӑрса шыв башнине хӑвӑртах юсаса пӗтернӗ. Нимене отпуска канма килнисем те тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чӑваш Ен" тунӑ видео скринӗ Шупашкар округӗнчи Шӗнерпуҫ ҫыннисем ял уявне паллӑ тунӑ. Шӑпах Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче пухӑннӑ вӗсем. Шӗнерпуҫсем ял уявне 25 ҫул ытла паллӑ тӑваҫҫӗ, ырӑ йӑлана манмаҫҫӗ. Уяв епле парнесӗр пултӑр-ха? «Нумай пурӑнни» федераци программипе килӗшӳллӗн ялта пурӑнакансем валли канмалли хӑтлӑ вырӑн тата уҫӑ спорт комплексӗ туса панӑ. Ӑна официаллӑ майпа уҫичченех ача-пӑча «тӗрӗсленӗ». Ал ӗҫ куравӗнче хӗрарӑм кӗпи тӗп вырӑнта пулнӑ. Лаврентьевсен ҫемйи ӑна 150 ҫул ӗнтӗ ӑруран ӑрӑва парать. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Надежда Антоновна ӑна уявсенче тӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Малтикас ялӗнче пурӑнакансем айккинчен пулӑшу кӗтсе ларман. Тытнӑ та хӑйсемех кӗпер туса лартнӑ. Паллах, ӑна укҫасӑр тӑваймастӑн. Ял ҫыннисем укҫа пухса стройматериалсем илнӗ. Унтан арҫынсем кӗпере туса лартнӑ. Кӗпере тума 40 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() dskd24.com сайтри сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнчи Маяк ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен пуҫарӑвӗпе ҫул сарнӑ. Сӑмах - Шоссе урамӗнчен пуҫласа масар ҫине илсе ҫитерекен ҫул пирки. Ҫул сарма 1 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Укҫана регионти тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех халӑх укҫи пулнӑ. Халӗ Маяк ялӗнче масар ҫине лачака ҫӑрмасӑрах ҫитме пулать. Палӑртмалла: кӑҫал Канаш округӗнче 47 проект пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР культура министрӗ Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Етӗрне тата Тӑвай округӗсен пуҫлӑхӗсене автоклуб уҫҫисене панӑ. Аякри пӗчӗк ялсенче клуб ҫук. Ҫур ҫулта автоклубпа 30 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Республикӑра унашкал темиҫе клуб туянма палӑртнӑ. Пӗлтӗр 3 автоклуб туяннӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Ҫӗмӗрле округӗсене ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан 1600 ҫемье ял ипотекипе усӑ курса пӳрт лартнӑ (хӑшӗсем, тен, ахӗррине туяннӑ пулӗ). Пирӗн республикӑра пурӑнакансем ял ипотекин программипе усӑ курса 3 миллиард тенкӗ ыла укҫа илнӗ. Программа пирӗн патра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Россельхозбанкӑн специалисчӗсем сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансем округӗсенче пурӑнакансем ял ипотекипе ыталах усӑ курнӑ. Хула ҫумӗнче ҫурт туянакансенчен ытларахӑшӗ — ҫамрӑксем. Вӗсем хулара хваттер туяниччен ялта ҫут-йӗр ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ кредит панипе ҫеҫ мар, ялта инфраструктура вӑйлӑ аталаннипе те ҫыхӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енри ял территорийӗсене аталантарма хыснаран 10 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку цифрӑна республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Тӑвай округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем ялти клуб тӑррине витес тесе пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ. Ҫынсем 99 пин тенкӗ ытла пухнӑ, ытти, 1 миллион та 599 пин те 540 тенки – республика хыснинчен. Клуб тӑррине витме пӗтӗмпе 1 миллион та 990 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун клуб тӑррине сӳтнӗ, унта ӗҫсем пыраҫҫӗ. Палӑртмалла: клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗпрен юсаман. Тӑрри кивелнӗ, хӑмисем ҫӗрнӗ. Клуба ҫӗнетни 110 ытла ҫын пурӑнакан ялшӑн питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() vk.com/public203338643 сайтри сӑн Юр нумай ҫунӑ хыҫҫӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗ ҫулсӑр, ҫутӑсӑр юлнӑ темелле. Ялта – 16 кил, пӗтӗмпе 37 ҫын пурӑнать. Вӗсем ҫанталӑк тыткӑнне лекнӗ пекех пулса тухнӑ. Ҫынсем ҫула тасатман тесе халӑх тетелӗнче ҫӑхав ҫырнӑ. Юр нумай ҫунине пула урамри 6 юпаран виҫҫӗшӗнче ҫутӑ ҫунман. Ҫӑхав хыҫҫӑн райцентртан электриксене янӑ, вӗсем ҫунса кайнӑ лампӑсене улӑштарнӑ. Кӑштахран ҫула та юртан тасатнӑ. Вырӑнти тӳре-шара тунман: юр нумай ҫунӑ вӑхӑтра лару-тӑру ҫивӗчленнӗ, юра тасатса ӗлкӗреймен. Темиҫе кунран трактор мӗнпур яла ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() vk.com/21shemursha сайтри сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Тури Чаткас ялӗнче пурӑнакансем юр тыткӑнне лекнӗ. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ вӗсем тухса ҫӳреймеҫҫӗ, лавккана ҫӑкӑр кӳрсе килмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унта ҫула юртан тасатман. Халӑх тетелӗнчи «Про Шемурша» ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, лавккана виҫҫӗмӗш кун апат-ҫимӗҫ илсе килеймеҫҫӗ. Ялта пурӑнакан Алексей Мавеевӑн ачи чирленӗ, анчах ӑна пульницӑна илсе каяймаҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу та килеймест. Тури Чаткасра пурӑнакансем ҫула тасатса пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӑмӑллӑхпа паракан ял хуҫалӑх ипотекипе усӑ куракансен пирвайхи взноса унчченхи пек 30 процент тӳлемелле мар, 20 процент ҫеҫ кирлӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программа ҫӗршывӗпех пурнӑҫланать. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем те ун пек майпа 2020 ҫултанпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра 1500 ҫемье хӑйӗн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма пултарнӑ. Ҫемьсем вӑтамран 3,5 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Чи пысӑк кредит виҫи — 12 миллион тенкӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека ставки ҫӗршывра 3 процентпа танлашать пулсан, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен хӑшӗсен унран та сахалрах тӳлемелле. Сӑмахран, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен, нумай ачаллисен, ялти ҫамрӑк специалистсен — 0,1 процент; агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансен — 0,5 пооцент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |